Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш патшалӑхӗ мӗнле пулса кайнӑ

Чӑваш патшалӑхӗ 1100 ҫул тултарнӑ тӗле


Чӑвашсен авалхи тӗп несӗлӗсем выльӑх-чӗрлӗх ерчетсе пурӑнакан огур (пӑлхар) тата сабир (савир, сувар, суваз) йӑхӗсем пирӗн эрӑчченхи I пинҫуллӑхра тӗрек йӑхӗсем вырнаҫнӑ тавралӑхӑн хӗвеланӑҫ пайне йышӑннӑ, Иртыш юханшывӗн тури бассейнӗнче куҫса ҫӳренӗ. Пирӗн эра пуҫламӑшӗнче вӗсем ытти тӗрӗксенчен уйрӑлса кайнӑ, кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле (ҫуркунне) тата ҫурҫӗртен кӑнтӑралла (кӗркунне) урлӑ-пирлӗ куҫса ҫӳресе, Семиречье тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле тата хальхи Казахстан ҫеҫенхирӗсем патне пырса тухнӑ. Ҫавӑн пек куҫса ҫӳресе икҫӗр ҫула яхӑн иртнӗ. II—III ӗмӗрсенче вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра иран чӗлхиллӗ алансемпе сарматсем хушшинче пурӑнма тытӑннӑ (сӑмах май каласан, Птоломей Ҫурҫӗр Кавказри савирсем ҫинчен пирӗн эрӑри II ӗмӗрте асӑнать, пирӗн эрӑри III ӗмӗрти сири писателӗ Мар-Абас — Котина Кавказри пӑлхарсем ҫинчен ҫырать). Пӑлхарсем те, савирсем те чӑваш чӗлхине ҫывӑх чӗлхепе калаҫнӑ: вӗсем ытти тӗрӗк чӗлхисенчи «з» сасӑ вырӑнне «р» сасӑ (ротацизм), «ш» вырӑнне «л» (ламбдаизм) каланӑ. Сӑмахран, тогуз — тӑхӑр, кемеш — кӗмӗл.
Пӑлхарсемпе (оногурсем) суварсем кунта пилӗкҫӗр ҫула яхӑн пурӑннӑ, пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑнма тата ҫӗр ӗҫне тума хӑнӑхса пынӑ. Кӑнтӑр Ҫӗпӗрти, Вӑтам Азири, хальхи Казахстан ҫеҫенхирӗсенчи ҫурҫӗр иран йӑхӗсем, уйрӑмах Ҫурҫӗр Кавказри сарматсемпе алансем пӑлхарсемпе суварсене хуҫалӑх, культура тата общество енӗпе чылай витӗм кӳнӗ. Чӑвашсем хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнса ҫӳремелли япалисене (тухьяна, хушпӑва, сурпана), чылай йышши кӗпе-тумтире, тӗрӗсене ҫурҫӗр иран йӑхӗсенчен илнӗ. Чӑвашсен язычество йӑли-йӗрки чылай енӗпе тӗрӗк чӗлхиллӗ йӑхсен тата Саянпа Алтай тӑрӑхӗнчи халӑхсен авалхи тӗнӗпе пӗр евӗрлӗ пулин те, унта, йӑла-йӗрке терминӗсенче те, зороастризм — иран йӑхӗсен, каярахри тапхӑрта патшалӑхсен авалхи тӗнне пысӑк витӗм кӳни лайӑх палӑрать. Чӑваш чӗлхине сахал мар иран сӑмахӗ кӗнӗ.
Ҫурҫӗр Кавказра авалхи чӑваш йӑхӗсен тӗрӗк чӗлхиллӗ гунсем, аварсем, хазарсем тата ют ҫӗрсене хапсӑнакан ытти халӑхсем тапӑнса кӗнине тӳсме тивнӗ. VII ӗмӗрӗн 30—60-мӗш ҫулӗсенче Аслӑ Пӑлхар пӗрлешӗвӗ вӑй илнӗ, вӑл Каспирен пуҫласа Азов тинӗсӗ таран сарӑлса выртнӑ. Унта тӗрлӗ йӑхсен пилӗк союзӗ кӗнӗ. Ҫак пӗрлешӗве Кубрат ҫулпуҫ йӗркеленӗ. Вӑл вилне хыҫҫӑн Аслӑ Пӑлхар хазарсем хӗснипе арканнӑ. VII ӗмӗртех Дагестан территорийӗнче Варачен хули тавра суварсен княжестви пулнӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн чӑваш патшалӑхӗ пек йӗркеленсе ҫитеймен-ха.
VII ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хӗвеланӑҫ пӑлхарсем йӑх пуҫӗ Аспарух, Кубрат ывӑлӗ, ертсе пынипе Дунай тӑрӑхне куҫса кайнӑ, унта Дунай Пӑлхарне туса хунӑ. Ҫавӑн чухнех «кӗмӗл пӑлхарсем» текен йышлӑ йӑхсем тата пӑлхарсен берсула (берсилсем) йӑхӗ Атӑл-Кама тӑрӑхне куҫса вырнаҫнӑ. Хӑш-пӗр историксем шутланӑ тӑрӑх, «кӗмӗл пӑлхарсене» Кубратӑн иккӗмӗш ывӑлӗ Котраг ертсе пынӑ. Суварсем VII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа VIII ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсемччен Хазар каганатне кӗнӗ, 732—737-мӗш ҫулсенче вӗсен ҫӗрӗсем ҫине арабсем тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑн пысӑкрах йышпа Каспи таврашӗнчи ҫеҫенхирсенчен Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса кайнӑ. Вӗсем пӑлхарсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Пӑлхарсемпе суварсем кунта пирӗн эрӑчченхи IV пинҫуллӑхран тытӑнсах пурӑннӑ хӗвелтухӑҫ финн йӑхӗсем, уйрӑмах мари йӑхӗсем, ҫавнашкалах IV—V ӗмӗрсенче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗртен Хӑнтӑрчапа Ҫарӑмсан бассейнӗсене пурӑнма куҫнӑ угор (венгр) йӑхӗсем тата Именьков культурин йӑхӗсем — III—IV ӗмӗрсенче Днепрӑн вӑтам тӑрӑхӗнчен куҫса пынӑ, Камӑн анат пайӗнче тата хальхи Ульяновск облаҫӗн территорийӗнче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ хӗвелтухӑҫ славянсем (Именьков культурин йӑхӗсен пысӑкрах пайӗ каярахпа Днепр тӑрӑхне таврӑннӑ) хушшине пырса тухнӑ.
VIII ӗмӗрте Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче тӗрлӗ йӑхсен Пӑлхар союзӗ йӗркеленнӗ, унта сувар тата вырӑнти финн йӑхӗсем — марисен, удмуртсен, хӗвелтухӑҫ мордвасен, коми-пермяксен йӑхӗсем, ҫавӑн пекех венгрсем, ун чухнехи оруз чӗлхиллӗ куҫса ҫӳрекен пушкӑртсен пӗр пайӗ тата именьков-славянсен юлашкисем кӗнӗ, ҫав союзра пӑлхарсем пуҫ пулса тӑнӑ. Аякран пынисемпе вырӑнти халӑх мирлӗ, килӗштерсе пурӑннӑ. Историксен пӑлхар-сувар тата финн-угор йӑхӗсем хушшинче мӗнле те пулин тытӑҫусем пулса иртни ҫинчен калакан нимӗнле факт та ҫук, ҫырнисенче пӑлхарсемпе буртассем хушшинче тытӑҫусем пулни ҫинчен асӑнни ҫеҫ тӗл пулать. Йӑхсен Пӑлхар союзӗ Хазар каганатне пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳленӗ.
Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхарсемпе суварсен йӑхӗсем, вӗсем хушшинче куҫса ҫӳренӗ чухнехи йӑла-йӗрке юлашкисем чылай вӑхӑт упраннӑ пулин те, пӗр вырӑнта пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсен пысӑкрах пайӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енче, Камӑн анат пайӗнчен кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ. Эсегелсемпе темтюзсен пӑлхар йӑхӗсем Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗ енче пурӑннӑ.
Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗн мӗнпур ҫӗрӗсене пӗр патшалӑха пӗрлештересси Шилка ывӑлӗ Алмас (Алмуш) Эльтебер (халӑх ҫулпуҫӗ, патши) ертсе пынӑ тапхӑрта пулса иртнӗ. Алмуш 895 ҫултан пуҫласа 925 ҫулччен патшара ларнӑ. 895-мӗш ҫула шӑпах ӗнтӗ чӑваш патшалӑхӗ йӗркеленме пуҫланӑ ҫул теме пулать. Алмас хыҫҫӑн Микаиль, Наср, Талиб, Мумин, Мумин Шамсун, Хайдар, Сагид, Бурадж, Ибрагим, Султан-Мурат, Ильгам Атӑлҫи Пӑлхар патшисем пулнӑ. Юлашки патша 1236 ҫулта вилнӗ.
Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗ Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пысак территори йышӑннӑ, кӑнтӑр енчен Самар Пӗккинчен пуҫласа ҫурҫӗрелле Вятка юханшывӗ таран, хӗвелтухӑҫӗнчен Камӑн вӑтам пайӗнчен пуҫласа хӗвеланӑҫнелле Сӑр юханшывӗ таран сарӑлса выртнӑ. Пӑлхарсемпе суварсен (Ахмед ибн-Фадлан X ӗмер пуҫламӑшӗнче вӗсене сувазсем тенӗ) пысӑк пайӗ хальхи Самарпа Ульяновск облаҫӗсен территорийӗнче, Пенза облаҫӗн хӗвелтухӑҫ пайӗнче, Тутарстанӑн Кама юханшывӗн леш енчи тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ районӗсенче пурӑннӑ. Атӑлҫи Пӑлхар ҫӳршывне мари, удмурт, коми-пермяк, ҫурҫӗр пӑртас, хӗвелтухӑҫ ирҫе тата хӗвеланӑҫ пушкӑрт ҫӗрӗсем кӗнӗ. Вӗсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑлхарсен ҫирӗплетнӗ е уҫӑ ялӗсемпе хулисем (колонийӗсем) пулнӑ.
IX ӗмӗр вӗҫӗнче венгрсен пысӑкрах пайӗ Дунай тӑрӑхне куҫса кайса вырнаҫнӑ, кунта хӑйсен патшалӑхне туса хунӑ. Венгрсен пӗр пайӗ Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗнчех юлнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, 1235-мӗш ҫулта вӗсем патне венгрсен доминиканецӗ Юлиан монах пырса кайнӑ. Вырӑнти пӑлхарсемпе сувазсем пӗрлешнипе, финн-угор йӑхӗсем, именьковсен юлашкисем тата пӑртассемпе пушкӑртсен пысӑках мар пайӗ вӗсемпе пӗрлешсе ассимиляциленнипе XII ӗмӗр тӗлне пӗрлӗхлӗ пӑлхар халӑхӗ (авалхи чӑваш халӑхӗ) пулса тӑнӑ. Араб чӗлхипе ҫырнӑ «суваз» сӑмаха ҫавӑн чухнех пӑлхарла «сювазь» тенӗ пулас. Ҫак сӑмаха каярӑхпа «чӑваш» теме тытӑннӑ. Ҫак пӗрлӗхлӗ хӑлӑха пӑлхар-чӑвашсем тени питех те вырӑнлӑ.
XII ӗмӗрӗн варрине ҫитиччен Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗн тӗп хули Атӑл хӗрринче Кама вӑрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ Пӑлхар, XII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче — XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара Пӳлер (Биляр) пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Утка хӗрринче Сувар, Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче Ошель, Кама хӗрринче Жукотин (Чӳкету), Балымер, Кошан, Тухчин, Торцск тата ытти хуласем пулнӑ. Вӗсене юман хӳмисем тытса ҫавӑрнӑ. Ҫав хуласенчи пӳртсемпе ҫуртсене йывӑҫран тунӑ. Атӑлҫи-Пӑлхар территоринче чул ҫуртсене XIII ӗмӗр вӗҫӗнче тин тума тытӑннӑ.
Атӑлҫи-Пӑлхар, хӑйӗн экономика, социаллӑ пурнӑҫ, политика тата культура аталанӑвӗн шайӗпе илсен, Киев Руҫӗн тата Хӗвеланӑҫ Европӑри феодаллӑ патшалӑхсен шайӗнче пулнӑ. Хуҫалӑхӑн тӗп отраслӗ ҫӗр сухаласа, тырпул акса тӑвасси пулнӑ. X ӗмӗртен пуҫласа ҫӗре ака-пуҫӗпе сухаласа, ҫӗртме тӑвасси сарӑлать. Кунта ҫӗртме туса парлак ҫӗрсем тытасси те йӑлара пулнӑ. Ыраш, пӑри, тулӑ, урпа, сӗлӗ, ясмӑк, пӑрҫа, вир, кантӑр туса илнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӑлхар ҫӗршывӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ ҫӗрӗсем ҫинче выльӑх-чӗрлӗхе вӑхӑтран-вӑхӑта куҫса ҫӳресе ӗрчетнӗ, вӑл хуҫалӑхӑн хӑйне уйрӑм отраслӗ шутланнӑ. Лашасем, ӗне выльӑх, сурӑхсем, качакасем, сыснасем ӗрчетнӗ. Тӗвесем те тытнӑ. Хуҫалӑхра сунара ҫӳресси, пыл туса илесси, пулӑ тытасси пысӑк вырӑнта пулнӑ.
Пӑлхарти ремесленниксем ӗҫ хатӗрӗсем, хӗҫпӑшал, кольчугӑсем, хӗҫсем, ут хатӗрӗсем, тӑм савӑт-сапа, тир-сӑран, кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак, ҫӗлӗксем, шӑмӑран тунӑ япаласем, тӗрлӗрен эрешсем — ҫӗрӗсем, мӑясем, кӗмӗл тата бронза сулӑсем, ылтӑнпа илемлетнӗ кантӑк шӑрҫасем, ҫавнашкалах ҫилӗм тата ытти япаласем хатӗрленӗ. Ҫав япаласемпе ытларах вырӑнта усӑ курнӑ. Шалти рынокра ҫавӑн пекех аякран, уйрӑмах хӗвелтухӑҫӗнчен кӳрсе килнӗ таварсем: металл япаласем, хӗрарӑмсене кирлӗ тӗрлӗрен эрешсем, пурҫӑн тата ытти пир-авӑр, пылак апат-ҫимӗҫ сутнӑ.
Атӑл тӑрӑхӗнчи патшалӑх урӑх ҫӗрсене таварсем тӑратас тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Пӑлхар ҫӗршывӗнче ирттерекен ярмӑркӑсене хазар, вырӑс, Вӑтам Азири халӑхсен, араб, перс, ермен, Византи купцисем пырса ҫӳренӗ. Аякран пынӑ купцасенчен пӑлхар патши валли кӳрсе пынӑ таварӑн вунӑ пайран пӗр пайӗ чухлӗ пошлина илнӗ. Ҫурҫӗрти йӑхсем патне, «Виса ҫӗршывне» тата Югрӑна ҫӳресе, пӑлхар купцисем хӑйсен таварӗсене сӑсар, хӑнтӑр, пакша тирӗсемпе усӑллӑ улӑштарнӑ, унтан вӗсене урӑх ҫӗршывсене сутнӑ. Пӑлхар купцисем ҫавнашкалах Русре тата хӗвелтухӑҫ ҫӗршывсенче суту-илӳ тунӑ. X ӗмӗртен пуҫласа Атӑлҫи Пӑлхарта хӑйсен тимӗр укҫипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ, ҫакӑ экономикӑна тата суту-илӗве малалла аталантарма лайӑх майсем туса парать.
Атӑлҫи Пӑлхар феодалла йӗркесем аталанма тытӑннӑ ҫӗршыв пулса йӗркеленнӗ. Кунта хӗвелтухӑҫӗнчи евӗрлӗ «патшалӑх феодализмӗ» текен хутшӑнусем аталаннӑ. Княҫсемпе ҫар начальникӗсем патшан вырӑнти ҫыннисем пулнӑ май, хуласемпе ялсен общинисенчи ӗҫсене йӗркелесе пынӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, ремесленниксем патшалӑха куланай тата хырҫӑ тӳленӗ. Ӗҫлесе пурӑнакан мари, удмурт, коми-пермяк, венгр, пушкӑрт, буртас ҫыннисем те пӑлхар патшине укҫа-тенкӗ тӳлесе тӑнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗ хӑй Хазар каганатне 965-мӗш ҫулччен пӑхӑнса тӑнӑ.
Алмас патша чӗннипе Атӑлҫи Пӑлхара 922-мӗш ҫулта ислам тӗнне сарма Багдад халифӗн Муктадирӑн посольстви пынӑ. Алмас хӑй мусульмансен Джафар ибн-Абдаллах ятне илнӗ. Пӑлхарсен патша таврашӗнчи ҫыннисем, хула ҫыннисем, ялта пурӑнакансен пысӑкрах пайӗ ислам тӗнне йышӑннӑ. Сувазсем хӑйне хӑй княҫ текен Вырӑхпа пӗрле малтан ҫӗнӗ тӗне йышӑнма килӗшмен, анчах каярахпа вӗсем те мусульмансем пулса тӑнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чӗмпӗр тата Хусан кӗпӗрнисенче анатри, варринчи тата тури чӑвашсен тӗнӗпе фольклорне тӗпченӗ венгр ученӑйӗ Д. Месарош Будапештра чӑваш мифологийӗпе фольклорӗ ҫинчен икӗ кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл чӑвашсен пысӑк пайӗ мусульман тӗнне ӗненнӗ, йышӑннӑ тапхӑр ҫинчен калать, анчах каярахпа чӑвашсем ислам тӗнне пӑрахнӑ текен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Исламран чӑваш тӗнне киремет (исламра — карамат — Аллах хӑйӗн чурине паракан хӑват), пихампар (исламра — пейгамбар «пророк»), пирӗшти (исламра — фереште «ангел», «хыпар ҫӳретекен»), эсрел (исламра азраил «вилӗм хыпарҫи»), ураса (исламра ураза «типӗ тытни»), намӑс (исламри намус «саккун», «турӑ уҫса пани»), мӑчавӑр (исламра моджавер «ҫваттуй тупӑкӗ патӗнче пурӑнакан») тата ытти те кӗнӗ. Чӑвашсен авалхи ячӗсенчен нумайӑшӗ — ислам халӑхӗсен хушшинче сарӑлнӑ ятсем. Пӑлхар патшалӑхӗнче мечӗтсемпе шкулсем ӗҫленӗ, литература йӗркеленнӗ тата малтанхи наука пӗлӗвӗсем палӑрма пуҫланӑ.
Чӑваш чӗлхи Атӑлҫи Пӑлхарта патшалӑх чӗлхи шутланнӑ, унпа законсем кӑларнӑ, управленипе канцеляри ӗҫне туса пынӑ, шут шутланӑ чухне, суд ӗҫӗнче, наукӑра, халӑха вӗрентес ӗҫре, кӗлӗсенче, литературӑра, суту-илӳре, вырӑнти йӑхсемпе хутшӑннӑ чухне усӑ курнӑ. Пӑлхар (чӑваш) чӗлхипе культури Атӑлҫи Палхар ҫӗршывне кӗрекен халӑхсене пысӑк витӗм куне. Мари чӗлхине 1500, удмурт чӗлхине 500 ытла, коми-пермяк чӗлхине 300 ытла, ирҫе чӗлхине 100 ытла чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ. Венгрсен хӑйсен чӗлхине пӑлхар союзне кӗне чухнех, IX ӗмӗр вӗҫлениччен, 300 ытла чӑваш сӑмахне йышӑннӑ.
Атӑлҫи Пӑлхарӑн гербӗ ҫине утса пыракан барс ӳкернӗ. Пӑлхарсен гербне ӳкерни вырӑссем ҫырнисенче упранса юлнӑ. Мускавӑн аслӑ княҫӗ III Иван, 1487 ҫулта Хусан ханствине вӑхӑтлӑха пӑхӑнтарса, хӑйӗн аслӑ княҫ титулӗ ҫумне «Пӑлхарсен аслӑ княҫӗ» текен сӑмахсем хушнӑ. Ҫакна дипломатиллӗ тӗллевпе тунӑ: ку вӑл Вырӑс патшалӑхӗ ҫумне Хусан ханстви вырӑнӗнче пулнӑ ҫӗршыва пӗрлештернине пӗлтернӗ. Раҫҫей монархӗсен патшалӑх пичетне Атӑлҫи Пӑлхар гербӗн ӳкерчекне кӗртме тытӑннӑ. Сӑмахран, IV Иванӑн пысӑк патшалӑх пичечӗ ҫинче Раҫҫей ҫӗршывне кӑрекен княжествӑсемпе ханствӑсен 24 гербӗпе пӗрле «малти урине ҫӗкленӗ тискер чӗрчуна» ӳкерни пулнӑ, ун тавра «Пӑлхар пичечӗ» тесе ҫырса хунӑ (1-мӗш ӳкерчӗк). Михаил Федорович патшан тронӗ хыҫӗнчи кӗмӗл тата ылтӑн ҫипсемпе тӗрленӗ ҫивитти ҫинче княжествӑсемпе ханствӑсен гербӗсем хушшинче ҫавӑн пекех Пӑлхар гербне ӳкернӗ: унта малти урине ҫӗкленӗ утса пыракан тискер чӗрчун тата «Пӑлхар пичечӗ» тесе ҫырни пур. 1666—1678 ҫулсенхи Раҫҫей ялавӗ ҫинче ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Пӑлхар пичечӗ, ун ҫинче — утса пыракан барс». 1672 ҫулта Титулярникре ҫар ялавӗпе пӗрле утса пыракан барса ӳкернӗ тата «Пӑлхарсен» тесе ҫырса хунӑ (2-мӗш ӳкерчӗк).
Хусан ханствине пӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей патшисен титулне «Хусан патши» текен сӑмахсем кӗртнӗ, вӗсен патшалӑх пичечӗсем ҫинче вара Хусан ханствин гербне — аҫтахана ӳкерме тытӑннӑ. Ҫӳлерех каланине шута илсе, ман шутпа, Чӑваш Республикин гербӗнче барса ӳкерни вырӑнлӑ пулмалла.
Кунта ҫакна палӑртмалла: Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнче ХIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурриччен кыпчак-тутарсем пачах та пулман. Тутар тата вырӑс ученӑйӗсем 1944-мӑш ҫулччен тутар халӑхӗ XIV ӗмӗрте Ылтӑн Ордара кунта монголсемпе пӗрле пырса ҫитнӗ. Тӗп Азири тӗрӗк чӗлхиллӗ тутарсемпе хӗвеланӑҫӗнчи кыпчаксенчен (половецсенчен) йӗркеленнӗ тесе тӗрӗс ҫирӗплетсе каланӑ. ВКП(б) Тӗп Комитечӗ 1944 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнче «Тутарсен парти организацийӗнчи массӑллӑ-политикӑллӑ ӗҫпе идеологи ӗҫӗ тата ӑна лайӑхлатмалли мерӑсем ҫинчен» постановлени йышӑннӑ. Унта тутар ученӑйӗсемпе литераторӗсене тутар халӑхӗн Ылтӑн Ордари пурнӑҫне идеализацилесе кӑтартнӑшӑн айӑпланӑ тата ҫапла асӑрхаттарнӑ: малашне тутар халӑхӗн историне Ылтӑн Ордапа ҫыхӑнтармалла мар.
Ҫавӑнтанпа Хуҫанти историксенчен, этнографсенчен, археологсенчен, лингвистсенчен, литературоведсенчен, искусствоведсенчен нумайӑшӗ тутарсем атӑлҫи пӑлхарсенчен пулса кайнӑ тесе тӗрӗс мар ӑнлантарма, Атӑлҫи Пӑлхар историне тугарсемпе ҫыхӑнтарма тытӑнчӗҫ. Халӗ вара тутарсен паллӑ археологӗ тата историкӗ, истори наукисен докторӗ Р. Г. Фахрутлинов 1993 ҫулта кӑларнӑ «Ылтан Орда тата тутарсем» кӗнекере тутар халӑхӗ Ылтан Ордара Тӗп Азири тутарсемпе хӗвеланӑҫ кыпчаксенчен пулса кайнине ӗненмелле кӑтартса парать. Апла пулсан, тутарсем 1236-мӗш ҫулччен Атӑлҫи Пӑлхар историйӗпе нимӗн чухлӗ те ҫыхӑнман. Вӗсем хӑйсем халӑх пулса йӗркеленсен кӑна пӑлхар-чӑвашсен тата чӑвашсен пӗр пайне ассимиляциленӗ (XV—XIX ӗмӗрсенче).
Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗ Вӑтам Азири патшалӑхсемпе, ытларах Хорезмпа, Киев Руҫӗпе, XII ӗмӗртен пуҫласа вырӑссен хӑш-пӗр княжествисемпе, тӗпрен илсен, Владимир-Суздаль княжествипе экономика тата политика енӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Тепӗр чухне мирлӗ хутшӑнусене вӑрҫӑсем пӑснӑ. 985-мӗш ҫулта Киев княҫӗ Владимир Атӑлҫи пӑлхарӗсене тапӑннӑ, вӗсене ҫӗнтернӗ. Пӑлхарсем присяга тытнӑ, Киев Руҫӗпе договор туса, ҫапла пӗлтернӗ: «Пирӗн хушӑра чул шывра ишсе тухма, хӑмла путма тытӑнсан кӑна мир пулмӗ», — тенӗ.
Тепӗр ҫултан пӑлхар делегацийӗ Киева пырса ҫитнӗ, Владимир княҫе Руҫра ислам тӗнне йышӑнма сӗннӗ. Вырӑссен летопиҫӗ ҫак событие ҫапла ҫырса кӑтартать: «Магомет тӑнне ӗненекен пӑлхарсем килчӗҫ, ҫапла каларӗҫ: «Эсӗ, княҫ, ӑслӑ, шухӑшлама пултаракан ҫын, саккуна вара пӗлместӗн. Пирӗн саккуна итле, Магомета пуҫ тай». Владимир вара ҫапла ыйтнӑ: «Сирӗн тӗнӗр еплерех?» Лешсем акӑ мӗнле хуравланӑ: «Турра ӗненетпӗр, Магомет пире ҫапла вӗрентет: арҫын ачасене касмалла (обрезание), сысна ашӗ ҫимелле мар, эрех ӗҫмелле мар, вилсен, тет, хӗрарӑмсемпе ашкӑнма юрать. Магомет кашнине ҫитмӑлшер илемлӗ арӑм парать... Кунтах, тет, ним шиксӗр кирек мӗнле ашкӑнма юрать. Кам ҫак тӗнчере чухӑн, леш тӗнчере те ҫаплах пулать». Ытти тем те пӗр суя сӑмах каланӑ, кун ҫинчен ҫырса кӑтартма та намӑс. Владимир вара вӗсене итленӗ, мӗншӗн тесен хӑй хӗрарӑмсене тата ашкӑнма юратнӑ: ҫавӑнпа вӗсене тӑраничченех итленӗ. Ӑна акӑ мӗн килӗшмен: арҫын ачасене касни, сысна ашӗ ҫиме тата эрех ӗҫме юраманни, вӑл вара ҫапла каланӑ: «Руҫре эрех ӗҫме хаваслӑ, унсӑр пурӑнма пултараймастпӑр». Пӑлхарсен делегацийӗ Владимир княҫ патӗнчен нимсӗрех таврӑннӑ.
1006 ҫулта Киев Руҫӗпе Атӑлҫи Пӑлхар пӗр-пӗринпе суту-илӳ договорӗ тунӑ. 1024 ҫулта, Суздаль ҫӗрӗ ҫинче выҫлӑх пулсан, Пӑлхар ҫӗршывӗ ӑна тырпул парса пулӑшнӑ. 1088 ҫулта пӑлхарсем Окапа Атӑл ҫинче вырӑссем пӑлхар купцисене ҫаратнӑшӑн тавӑрас тӗллевпе Мурома ҫаратнӑ. Пӑлхар ҫарӗ 1107 ҫулта Суздале хупӑрласа илнӗ. Владимир-Суздаль княжествин ҫарӗсем вара 1120, 1164, 1172 тата 1184 ҫулсенче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывне тапӑннӑ, 1220 ҫулта пӑлхарсен сылтӑм ҫыран хӗрринчи Ошель хулине ҫунтарса янӑ. 1209 ҫулта пӑлхарсем Рязань ҫӗрне, 1218 ҫулта Устюг хулине тапӑннӑ. 1221 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарпа Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ Руҫ 6 ҫуллӑха мирлӗ пурӑнма килӗшӳ тунӑ, 1229 ҫулта мирлӗ договор ҫине алӑ пуснӑ. Ҫав ҫулах Руҫ ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ, унта пӑлхарсем тырпул нумай тӑратнӑ.
Пӑлхар ҫарӗн (вӑл ытларах утлӑ ҫар шутланнӑ) лайӑх хӗҫпӑшал пулнӑ: вӑл хӗҫсемпе, йӗплӗ ухӑсемпе, хӑрах енӗпе касакан палашсемпе, кинжалсемпе, пуртӑсемпе, ҫӗҫӗсемпе, кистеньсемпе, чукмарсемпе, сӑнӑсемпе, кольчугӑпа, шлемпа усӑ курнӑ, унӑн тапӑнмалли тата хӳтӗленмелли лайӑх тактика пулнӑ. Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинче лайӑх ҫирӗплетнӗ ҫар крепоҫӗсем нумай (38 таран) шутланнӑ. Ҫак ҫар монгол-тутар ҫарне хирӗҫ вирлӗн тӑнӑ. 1223 ҫулта Калка юханшыв патӗнче вырӑссемпе половецсем пӗрлештернӗ ҫарне аркатса тӑкнӑ хыҫҫӑн монгол-тутарсем Атӑлҫи Пӑлхар еннелле ҫӳл тытнӑ. Пӑлхар ҫарӗ вӗсене засадӑна илсе кӗнӗ, вӗсем ҫине тылран тапӑннӑ. «Вӗсене хӗҫ пур енчен те туранӑ, вӗсене нумай вӗлерсе пӗтернӗ, вӗсенчен пысӑкрах мар йышӗ кӑна чӗре тарса юлнӑ», — тенӗ ҫырса хӑварнисенчен пӗринче. Монгол-тутарсен отрячӗсем тапӑннине пӑлхарсем 1229 тата 1232 сулсенче сире-сире янӑ. 1236 ҫулта монгол-тутарсен пысӑк ҫарӗ, Чингисхан мӑнукӗ Бату ертсе пыраканскер, пӑлхар-чӑваш ҫӗрне тапӑннӑ, хӑйне вирлӗн хирӗҫ тӑнӑ пулин те вӗсене парӑнтарнӑ. Пӳлер, Пӑлхар, Жукотин, Сувар, Балымер хулисемпе ытти хуласене аркатса тӑкнӑ. Монгол-тутарсем «ватӑсенчен пуҫласа ҫамрӑксемпе ачасем таранах туранӑ», нумайӑшне «тыткӑна илсе кайнӑ». 1237 ҫултан пуҫласа монгол-тутарсем ирҫе тата вырӑс ҫӑрӗсене аркатнӑ. Пӑлхар-чӑвашсем 1240 ҫулта ют ҫӗрсене хапсӑнакансене хирӗҫ восстание ҫӗкленнӗ, анчах монголсен полководецӗ Субудай вӗсене каллех путарса лартнӑ. Ҫавӑн чухне пӑлхар-чӑвашсен пӗр пайӗ Хусан ҫывӑхне тата хальхи Чӑваш ҫӗршывӗн территорине, хӑшӗ-пӑрисем Владимир-Суздаль ҫӗрӗ ҫинчи хуласене тарса кайнӑ.
Ҫапла пуҫланнӑ чӑваш халӑхӗн историйӗнчи хӗн-асаплӑ тапхӑр. Чӑваш патшалӑхӗ — Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗ пӗтсе ларнӑ. 1243 ҫулта унӑн территорине Ылтӑн Орда ҫӗрӗпе пӗрлештернӗ, вӑл Пӑлхар улусӗ (провинцийӗ) пулса тӑнӑ. Ылтӑн Орда Кыпчак ҫеҫенхирӗн территорийӗнче (Иртышран пуҫласа Дунай варри таран) йӗркеленнӗ, тӗпрен илсен, куҫса ҫӳрекен йӑхсен империйӗ шутланнӑ. Унта пӑлхарсен ҫӗрӗ, Хорезмӑн пӗр пайӗ тата Крымӑн кӑнтӑр пайӗ анчах халӑх пӗр вырӑнтах пурӑнакан территорисем пулнӑ. Пӑлхар улусӗ пӗтӗм Орда валли тырпул парса тӑракан тӗп вырӑн шутланнӑ.
Пӑлхар улусӗнчи аркатса тӑкнӑ Пӳлер, Пӑлхар, Жукитин, Сувар, Балымер хулисене майӗпен юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хуласем — Керменчук, Тубулгатау, Тетеш, Иски, Казань, Кам, Таяба, Веда Суар (XIII ӗмӗр вӗҫӗнче Шупашкар вырӑнӗнче ӳссе ларнӑ) йӗркеленеҫҫӗ. Хуласем парӑнтарнӑ халӑха пусмӑрламалли вырӑн пулса тӑнӑ. Пур ҫӗрте те монголсен даругӗсем, баскаксем, тумансем тӑнӑ. Ылтӑн Ордан ҫар вӑйӗ, тӗпрен илсен, хӗвеланӑҫ кыпчаксем пулнӑ.
Пӑлхар хули Ылтӑн Орда йӗркеленнӗ тапхӑрта Сарай хулине тӑвиччен унӑн тӗп хули шутланнӑ, каярахпа хансен ҫуллахи резиденцийӗ пулса юлнӑ. Пӑлхарта XIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчен тытӑнса XIV ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсемччен Бату, Мунке, Берке тата ытти хансен Ылтӑн Орда укҫисене кӑларнӑ.
Пӑлхар улусне кыпчак-тутарсем пыма пуҫланӑ. Анчах XIII—XIV ӗмӗрсенче Пӑлхар улусӗнчи паллӑ ҫынсем хушшинче те пӑлхар-чӑвашсем ытларах пулнӑ: вилтӑприсем ҫине лартнӑ чул палӑксен 90 процентне чӑвашла ҫырнӑ, 10 процентне ҫеҫ тутар сӑмахӗсемпе ҫырнӑ.
Пӑлхар улусӗнчи ӗҫлекен халӑхӑн Ордана кашни ҫул пурлӑхӑн пӗрре вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ ясак тата ытти тӑрлӗрен налук тӳлемелле, тырпул тӑратмалла, ҫулсем, кӗперсем, крепоҫсем тумалла, монгол-тутар ҫарӗ валли ҫар ҫыннисем памалла пулнӑ. Захватчиксем пӑлхар-чӑвашсене чура вырӑнӗнче ӗҫлеме иле-иле кайнӑ, вӗсен ремесленникӗсене Ылтӑн Ордан анат Атӑл пайӗнчи хулисене ӑсатнӑ.
1346 ҫулта Пӑлхар улусӗнчи халӑха, пӗтӗм Ылтӑн Ордари пекех, хӑрушӑ чир — чума пысӑк инкек кӳнӗ. 1359 ҫултан пуҫласа Ылтӑн Ордари эмирсем пӗр-пӗринпе харкашма тытӑннӑ. 20 ҫул хушшинче, 1379 ҫулччен, Сарайра 25 хан ылмашӑннӑ. Арӑш-пирӗш пуҫланнӑ пирки Ылтӑн Орда арканма тытӑннӑ. 1361 ҫулта Орда княҫӗ (эмирӗ) Булат-Тимур Пӑлхар улусне хӑйне валли тутарса илнӗ, анчах 1366 ҫулта ӑна Сӑрайра вӗлернӗ. 1370 ҫулта Ордан тепӗр княҫӗ — Асан — Пӑлхар улусне хӑй аллинче тытса тӑма пуҫланӑ, анчах Токтамыш хан ӑна кайран хӗҫпӑшалпа усӑ курса Сарая пӑхӑнса тӑмалла тунӑ. 1388, 1391 тата 1395 ҫулсенче Пӑлхар ҫӗрӗ Самарканд империйӗн хаяр патши Тамерлан (Аксак-Тимур) пыра-пыра тапӑннипе те нумай хӗн-хур, асап тӳснӗ. Ют ҫӗрсене хапсӑнакан ҫак ҫӑткӑнӑн юлашки икӗ походне 150-шар пин ҫар ҫынни хутшӑннӑ. Пӳлере, Пӑлхар улусӗнчи ытти хуласене тата Пӑлхар улусӗнчи нумай ялсене аркатса тӑкнӑ, ҫаратса пӗтернӗ. XIV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче — XV ӗмӗрӗн малтанхи виҫҫӗмӗш пайӗнче вырӑс княҫӗсем те, Ылтӑн Ордана хирӗҫ кӗрешсе, ҫавӑн пекех Новгород ушкуйникӗсем — вӑрӑ-хурахӗсем те кунти хуласемпе ялсене тапӑннӑ. Пӑлхар-чӑваш ҫӗрне куҫса ҫӳрекен Ногай Орди тӗпӗ-йӗрӗпех юхӑнтарса хӑварнӑ. Вӑл, Ылтӑн Ордаран уйрӑлса тухнӑскер, XIV ӗмӗрӗн юлашки виҫҫӗмӗш пайӗнче — XV ӗмӗрӗн малтанхи виҫҫӗмӑш пайӗнче Пӑлхар улусӗнчи хуласемпе ялсене, унта пурӑнакансене тӑтӑшах пыра-пыра ҫаратнӑ, тӗп тунӑ (ногайсем чӑваш ҫӗрне каярахпа, XV—XVII ӗмӗрсенче те вӑрӑ-хурахла тапӑннӑ).
80 ҫул хушшинче хальхи Самар, Ульяновск, Пенза облаҫӗсен, Тутарстанӑн Кама леш енчи тата сылтӑм ҫыран хӗрринчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсен территорийӗнчи, Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи мӗнпур пӑлхар-чӑваш хулисемпе ялӗсене пӗтӗмпех аркатса пӗтернӗ, ҫӗрпе танлаштарнӑ. Кунта вара пӑлхар-чӑвашсен пулнӑ 32 хула вырӑнӗ, 2000 яхӑн ял вырӑнӗ тӑрса юлнӑ. Ҫак пӗтӗм территори пушӑ уй пек тӑрса юлнӑ, вӑл ногайсем куҫса ҫӳремелли ялсемпе хуласемсӗр вырӑн пулса тӑнӑ. Чӗрӗ юлнӑ пӑлхар-чӑвашсем Хусан ҫывӑхне тата Хусан леш енне, хальхи Чӑваш Республикин центрти тата ҫурҫӗрти районӗсене, марисем пурӑнакан вырӑна куҫса кайнӑ. Ҫак территорисенче пӑлхар-чӑвашсем пӗтӗмпе те 400 яхӑн ял ҫеҫ никӗсленӗ. Халӗ ҫакӑ лайӑх палӑрать: XIII ӗмӗрте — XV ӗмӗрӗн малтанхи виҫҫӗмӗш пайӗнче геноцида пула, пӑлхар-чӑвашсем пилӗк пайран пӗр пай яхӑн ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн пек трагеди — геноцид пулман пулсан чӑваш халӑхӗ паянхи кун 10 миллионран ытла йышлӑ халӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пӑлхар-чӑвашсен элити пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтнӗ. Тарса кайнисем исламран уйрӑлнӑ. Хусан ҫывӑхӗнчи, Хусан леш енчи, Чӑваш Республикин вӑта ҫӗрти тата ҫурҫӗрти районӗсенчи пӑлхар-чӑвашсем марисен пысӑках мар ушкӑнӗпе ассимиляциленнӗ, XV ӗмӗрте хальхи чӑваш халӑхӗ пулса чӑмӑртаннӑ. XV—XVII ӗмӗрсенче Хусан ҫывӑхӗнчи тата Хусан леш енчи чӑвашсенчен чылайӗшӗ тутара тухнӑ, ыттисем XVI ӗмӗр вӗҫӗнче — XVII ӗмӗрте Кама леш енне тата Пушкӑртстана куҫса кайнӑ.
Ҫапла ӗнтӗ, 1995 ҫулта Чӑваш патшалӑхӗ чӑмӑртаннӑранпа 1100 ҫул ҫитет. Ҫавӑнпа та халӗ, Чӑваш Республики Н. В. Федоров Президент ертсе пынипе хӑйӗн наци патшалӑхне ҫирӗплетнӗ чухне, пирӗншӗн, Чӑвашьенре пурӑнакансемшӗн, пуриншӗн те хамӑр ӑҫтан тухнине, истори пире малашлӑх валли хӑварнӑ питех те хаклӑ опыта аса илни ҫав тери вырӑнлӑ. Вӑл юбилей ҫулӗсене пӗлсе тӑма тата тивӗҫлипе паллӑ тума ҫеҫ мар, хамӑрӑн авалхи йӑх-тымара асра тытса пурӑнма кирлӗ.
Василий Димитриев, истори наукисен докторӗ, академик.
«Тӑван Атӑл», 1№, 199Х(4?) ҫ.>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-02-08 21:46:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8268 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем